Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём города - 16 Августа 2021 - газета Цивильский вестник
Главная » 2021 » Август » 16 » Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём города

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём города

16.08.2021 в 07:34 просмотров: 208 комментариев: 0 Политика
Шупашкарăн хисеплĕ ҫыннисем! Хаклă ентешсем!

Сире хула кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Паян Шупашкар – производствăпа культурăн пысăк ценрĕ, ҫĕршыври релестроенин пурте пĕлекен тĕп хули, Чăваш Републикин экономика ӳсĕмĕн локомотивĕ.

Федераци влаҫĕсем пулăшса пынине тата регион шайĕнче пысăк ĕҫ тунине кура хулан черетлĕ ҫуралнă кунне тивĕҫлĕн кĕтсе илетпĕр. Республикăн тĕп хулинче пĕчĕк тата вăтам хăватлă ял хуҫалăх тракторĕсен производствине локализацилемелли ятарлă инвестици контракчĕ /СПИК 2.0/ пурнăҫланма тытăнать. Кăҫал Шупашкар аэропортне ҫĕнетме пуҫлатпăр. Ҫĕнĕ «Валдайсем», вĕсенчен пĕри Шупашкара килнĕ те ĕнтĕ – пирвайхи рейса хатĕрленет, юхан шыв туризмĕн никĕсне хываҫҫĕ. Кăҫал эпир тĕп хулан троллейбус паркне ҫĕнетрĕмĕр – хула урамĕсене ҫĕнĕ 60 троллейбус тухрĕ, ҫывăх вăхăтра троллейбуссем тата туянмашкăн укҫа уйăрасса кĕтетпĕр. Хула территорийĕсене тирпейлесе хăтлăлатмалли ĕҫсем аталанса пыраҫҫĕ. 2025 ҫул тĕлне картишсен 100% юсаса хăтлăлатмалла, общество территорийĕсене ҫĕнетмелле.

Культура еткерне эпир малашне те упрăпăр, хамăрăн тĕп хулан промышленноҫ, наука тата культура хăватне ӳстерсе пырăпăр. Шупашкар ҫыннисен вăрҫă ҫулĕсенчи тĕлĕнмелле ҫирĕплĕхĕпе харсăрлăхĕ, чĕмсĕр чикĕсен строителĕсен ĕҫри патăрлăхĕ пирĕн асрах. Иккĕленместĕп, тĕп хула Раҫҫей Президенчĕн указĕпе панă «Ĕҫ паттăрлăхĕн хули» хисеплĕ ята мăнаҫланса ĕмĕр-ĕмĕр упрĕ.

Шупашкарăн тĕп пуянлăхĕ – унăн ҫыннисем. Илĕртӳллĕ, ĕҫчен, ҫĕннине йышăнмашкăн уҫă, тăван хулине чунтан юратакан, унăн аталанăвĕшĕн пĕтĕм вăй-халне пама хатĕр ҫынсем. Сирĕн талантăра, ырми-канми ĕҫĕре пула паянхи Шупашкар – Атăл тăрăхĕнчи чи илемлĕ, Раҫҫейри чи хăтлă хуласенчен пĕри.

Шупашкарăн хаклă ҫыннисем! Сире ҫирĕп сывлăх, телей, хавхалану, ырлăх, ҫĕнĕ ҫĕнтерӳсем сунатăп! Уяв ячĕпе, ентешсем! Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе!



Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев



Уважаемые чебоксарцы! Дорогие земляки!

Поздравляю вас с Днем города!

Сегодня Чебоксары – это крупный производственный, научный и культурный центр, признанная столица отечественного релестроения, локомотив экономического роста Чувашской Республики.

Благодаря поддержке федеральных властей и большой работе на региональном уровне мы достойно встречаем очередной день рождения города. В столице республики начинается реализация специального инвестиционного контракта (СПИК 2.0) по локализации производства сельскохозяйственных тракторов малой и средней мощности. В текущем году начнется обновление чебоксарского аэропорта. Новые «Валдаи», один из которых уже прибыл в Чебоксары и готовится к своему первому рейсу, заложили основу для развития речного туризма. В этом году мы обновили троллейбусный парк столицы – 60 новых троллейбусов вышли на улицы города, в скором времени ожидается выделение средств на покупку дополнительных троллейбусов. Продолжается благоустройство городских территорий – к 2025 году должны быть отремонтированы и благоустроены 100% дворов, модернизированы общественные пространства.

Мы будем и дальше заботиться о культурном наследии, приумножать промышленный, научный и культурный потенциал нашей столицы.

В нашей памяти останется беспримерная стойкость и мужество защитников и жителей Чебоксар в годы войны, трудовой подвиг строителей безмолвных рубежей. Уверен, с гордостью на века будет нести столица почетное звание «Город трудовой доблести», присвоенное указом Президента России.

Главное богатство и достояние Чебоксар – это его жители. Удивительные, трудолюбивые, открытые всему новому люди, влюбленные в родной город и готовые вложить все свои силы в его дальнейшее развитие. Ваши талант и труд сделали город Чебоксары одним из самых красивых в Поволжье и одним из самых благоустроенных в России.

Дорогие чебоксарцы! Желаю всем крепкого здоровья, счастья, вдохновения, благополучия и новых побед! С праздником вас, земляки! С Днем города Чебоксары!



Глава Чувашской Республики Олег Николаев
Комментарии 0
avatar
-->
© При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна uWeb Создание сайта под ключ Divly