Олег Николаев поздравляет с Днем избирательных комиссий в Чувашской Республике - 27 Июля 2022 - газета Цивильский вестник
Главная » 2022 » Июль » 27 » Олег Николаев поздравляет с Днем избирательных комиссий в Чувашской Республике

Олег Николаев поздравляет с Днем избирательных комиссий в Чувашской Республике

27.07.2022 в 11:41 просмотров: 99 комментариев: 0 Актуальное
Чăваш Республикин суйлав комиссийĕсен хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Уяв ҫамрăк пулин те ĕҫ-хĕлне суйлав йĕркелессипе ҫыхăнтарнă ҫынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Енре тăхăр пине яхăн ҫын тĕрлĕ шайри суйлав комиссийĕсен членĕсем шутланаҫҫĕ. Тĕрлĕ профессипе ĕҫлеҫҫĕ, пурнăҫ ҫине тĕрлĕрен пăхаҫҫĕ пулин те вĕсене ĕҫе чунтан парăнса пурнăҫлани пĕрлештерсе тăрать.

Кăҫалхи авăн уйăхĕнче суйлав комиссийĕсен республикăн чылай муниципалитет йĕркеленĕвĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне ирттерме тивет. Суйлав комиссийĕсен ĕҫченĕсен ăсталăхĕ суйлава саккунпа килĕшӳллĕн тĕрĕс, уҫҫăн ирттерме пулăшасса шанатăп.

Сире республика тата ҫĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫленĕшĕн тав тăватăп. Ҫирĕп сывлăх, тапса тăракан вăй-хал, ырăлăх, ăнăҫу сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Уважаемые члены избирательных комиссий Чувашской Республики!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

Пусть праздник еще молодой, но он имеет большое значение для всех, чья деятельность связана с организацией выборов.

На территории Чувашии порядка девяти тысяч человек являются членами избирательных комиссий всех уровней. Несмотря на то, что все они представители разных профессий, интересов и взглядов, их объединяет искренняя преданность своему делу.

В сентябре текущего года избирательным комиссиям предстоит провести выборы в органы местного самоуправления, которые затронут большинство муниципальных образований республики.

Уверен, что благодаря накопленному опыту и профессионализму сотрудников избиркомов предстоящие выборы пройдут законно, честно, прозрачно, на конкурентной основе.

Благодарю вас за активную гражданскую позицию и самоотверженный труд на благо республики и страны.

Желаю вам крепкого здоровья, неиссякаемой энергии, добра и благополучия!

Глава Чувашской Республики Олег Николаев
Фотографии по теме
Комментарии 0
avatar
-->
© При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна uWeb Создание сайта под ключ Divly