Николай Айзман – драматург тата театр ӑсти - 9 Декабря 2020 - Газета Цивильский вестник
Главная » 2020 » Декабрь » 9 » Николай Айзман – драматург тата театр ӑсти

Николай Айзман – драматург тата театр ӑсти

09.12.2020 в 16:06 просмотров: 561 комментариев: 0 Культура
Николай Спиридонович Айзман – паллӑ драматург, режиссер, актер, СССР писательсен союзӗн членӗ (1939), Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1940) ҫуралнӑранпа раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 115 ҫул ҫитет. Вӑл 1905 ҫулта Шупашкар районне кӗрекен Вомпукасси (Алькеш) ялӗнче ҫуралнӑ.
Н. Айзман ялти шкултана вӗренсе тухсан художество пултарулӑх коллективӗ йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. 1926 ҫулта Шупашкарти музыка шкулне вӗренме кӗнӗ, тепӗр ҫултан Чӑваш патшалӑх театрӗ ҫумӗнче уҫӑлнӑ драма студине куҫнӑ. Ҫавӑнтанпа унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ театрпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Чӑваш академи драма театрӗнче чӗрӗк ӗмӗр ытла ӗҫленӗ май малтанах актер, режиссер ассистенчӗ, унтан режиссер пулнӑ. Ҫав хушӑра ҫӗр ытла рольте вылянӑ, вӑтӑр ытла спектакль лартнӑ. 1929 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче Н. Айзманӑн пирвайхи пьеси тӑрӑх «Йӑмраллӑ ял» спектакле сцена ҫине кӑларнӑ (пьеса ҫав ҫулах «Сунтал» журналта пичетленнӗ).
Хӑй пурнӑҫӗнче Айзман утмӑл ытла пьеса ҫырнӑ, вӗсенчен чи паллисем: «Шав», «Лиза Короткова», «Алла алӑ ҫунӑ чух», «Иван Новиков», «Кай, кай Ивана», «Мӑшӑр ҫулхи туй», «Савни савнине илет», «Хӑрушӑ чир», «Хӗвеллӗ кунсем», «Опера ҫурални», «Ҫӳпҫипе хупӑлчи», «Спирукпа Марук», «Эрешмен картинче», «Шикли шикленнӗ – кӗрӗкне пӗркеннӗ», «Пуҫа килсен пушмак», «Эх, пуҫана – ҫур ҫуна», «Кама савать, ҫавна каять» тата ыттисем. Вӑл драматургин пур жанрӗнче те тухӑҫлӑ ӗҫленӗ: драмӑсемпе комедисем, водевильсемпе скетчсем ҫырнӑ, прозӑлла хайлавсенчен инсценировкӑсем тунӑ. Н. Айзмана комеди ӑсти тесе те шутлаҫҫӗ, вӑл сатирӑллӑ жанра аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ. Хӑйӗн хайлавӗсенче вӑл эгоизма, ҫӑткӑнлӑха, ӗҫке ернине тата ыттине питлет. Драматурги енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗ икӗ хутчен Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Ҫыравҫӑ 1967 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Ҫак паллӑ драматург, режиссер, артист ҫинчен Чӑваш Республикин наци библиотекин фондӗнче нумай материалсем упранаҫҫӗ: ҫыравҫӑн кӗнекисем, театр афишисем, плакатсем, кӗнекисен электронлӑ версийӗсем тата ыттисем те. Электронлӑ библиотекӑра Николай Спиридоновичӑн хайлавӗсене электронлӑ майпа вуллама пулать. Унӑн «Кай, кай Ивана» комедийӗ «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» шутне кӗнӗ. Ку проекта библиотека 2015-2016 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртнӗ. Ӑна чӑваш литературин чи паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртас, вулакансен хастарлӑхне ӳстерес, нумайрах вулама хистес тата электронлӑ коллекци йӗркелес тӗллевпе туса ирттернӗ. Электронлӑ библиотекӑра ҫавӑн пекех Айзманӑн пьесисемпе лартнӑ спектакльсен афишисене тупма пулать. Тӗслӗхрен, Чӑваш академи драма театрӗ 1937-1938 ҫҫ. сезонра Николай Айзманӑн «Уйӑхлӑ каҫсем» спектакльне хӑйӗн репертуарне кӗртнӗ. Театр ҫавӑн пекех 1978-1979, 1980-1981 ҫулсенчи сезонсенче «Кай, кай Ивана» хайлавне сцена ҫине кӑларнине пӗлетпӗр. К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш академи драма театрӗ 1979 ҫулхи октябрӗн 14-мӗшӗнче Тӑвайри культура ҫуртӗнче хӑйӗн филиалне те «Кай, кай Ивана» спектакльпе уҫнӑ иккен. Ҫак кунран пуҫласа филиал кашни ҫулах тенӗ пек хӑйӗн сезонне «Кай, кай Ивана» спектакльпе уҫать. Час-часах сыравҫӑн хайлавӗпе лартнӑ спектакльсем театрӑн гастроль репертуарӗнче те курӑнаҫҫӗ. Унӑн «Шикли шикленнӗ, кӗрӗкне пӗркеннӗ» спектакльне 1941 ҫулта театр республика тӑрӑх гастроле илсе кайнӑ. Николай Айзман хӑй те театр сцени ҫине спектакльсем кӑлрнӑ. Тӗслӑхрен, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн 1947-1948 ҫҫ. сезонӗнче В. Алагерӑн 3 пайлӑ, 9 картинӑллӑ пьеси тӑрӑх «Икӗ юлташ» спекталь лартнӑ. Музыки Г. Я. Хирбюн пулнӑ.
Раштавӑн 15-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Николай Айзман – драматург тата театр ӗҫченӗ» ятпа ҫавра-сӗтел онлайн-форматра иртет. Мероприятие библиотекӑн Уоиutube-каналӗнче трансляцилӗҫ. Пурне те ҫавра-сӗтел ӗҫне хутшӑнма чӗнетпӗр. Кам тӳрӗ эфира хутшанаймасть, библиотекӑн Уоиutube-каналӗнче кайран та пӑхма пулӗ.

Полина Семенова,
Чӑваш Республикин
наци библиотеки,
«Чӑваш кӗнеки» пайӗн ӗҫченӗ
Фотографии по теме
Комментарии 0
avatar
-->
© При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна uWeb Создание сайта под ключ Divly