Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем космонавтики - 12 Апреля 2021 - газета Цивильский вестник
Главная » 2021 » Апрель » 12 » Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем космонавтики

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем космонавтики

12.04.2021 в 08:49 просмотров: 130 комментариев: 0 Политика
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

1961 ҫулхи апрелӗн 12-мӗшӗ тӗнче историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнӑ. 60 ҫул каялла Юрий Гагарин тытса пыракан "Восток" космос карапӗ, тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе тухса, Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра тулли ҫаврӑм тунӑ.

Ҫак паллӑ кун республикӑмӑршӑн та пӗлтерӗшлӗ. Уҫлӑха алла илес ӗҫе пирӗн мухтавлӑ ентешсем – Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров пысӑк тӳпе хывнӑ. Регионти нумай наука ӗҫченӗ тата предприяти специа-лисчӗ ҫӗршывӑмӑрӑн космос отрасльне аталантарас енӗпе вӑй хурать.

Вӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫамрӑк ӑрушӑн виҫесӗр майсем палӑртакан ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ тата малашнехи пурнӑҫра ӑнӑҫусем тума хавхалантараҫҫӗ.

Космос отраслӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ҫынна, ҫав шутра Тӗнче уҫлӑхӗн вӗҫсӗр-хӗрсӗр анлӑхне парӑнтарас ӗҫе хальлӗхе хутшӑнма кӑна ӗмӗтленекенсене те, ҫирӗп сывлӑх тата ҫитӗнӳсем сунатӑп!



Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев



Уважаемые жители Чувашской Республики!

Поздравляю вас с Днем космонавтики!

12 апреля 1961 года навсегда вошло в мировую историю. 60 лет назад корабль "Восток" с Юрием Гагариным на борту вышел на космическую орбиту и совершил полный оборот вокруг Земли.

Важна эта дата и для нашей республики. Вклад в освоение космоса внесли наши земляки Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров. Многие деятели науки и специалисты предприятий нашего региона работают на развитие космической отрасли страны.

Для подрастающего поколения их успехи являются примером безграничных возможностей и вдохновляют на дальнейшие свершения.

Желаю всем, кто связан с космической отраслью или ещё только мечтает о покорении бескрайних просторов Вселенной, здоровья и успехов!



Глава Чувашской Республики Олег Николаев
Комментарии 0
avatar
-->
© При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна uWeb Создание сайта под ключ Divly